Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тиллит-тиллит Микулай

Пӗр старик кунӗпех пӗве хӗрринче пулӑ тытса ларчӗ. Чӑтӑмлӑхне кура савӑнмалӑх та пур: ӗҫӗ ӑнчӗ, пулӑ тени пӗр витре пухӑнчӗ. Кӑмӑлӗ тулса кайнӑскер вӑлтисене пуҫтарса киле ҫул тытрӗ.
- Ха, пӑх-ха, Кӗтерук, — терӗ вӑл карчӑкне киле ҫитсен, лаҫра кӑвакалсем валли ҫӗр улми пӗҫерсе тӑраканскере. — Пӗр витре лекрӗ вӗт пулӑ тени. Хӑвах пӗлетӗн: ыран пасар пулать, каятӑп та ҫак пулла сутса тупӑш тӑватӑп, атту кӗсьере чӗлӗм туртмалӑх та укҫа юлмарӗ, пенси иличчен вӑхӑт чылай-ха.
- Каппайланса, мухтанса ан тӑр-ха, пуллу кушак тӑраниччен ҫимелӗх те ҫук, — йӗкӗлтесе, шӳтлесе илме те ӗлкӗрчӗ карчӑкӗ. Хӗрарӑм темерӗн, савӑнтарас вырӑнне старикне кулянтарса та илчӗ.
- Эс ялан манпа кӑмӑлсӑр, мӗн тӑватӑп - юраймастӑп, аптӑрамалла санпа, чисти "Пулӑҫӑпа ылтӑн пулӑ" юмахри тулккӑсӑр карчӑк пек хӑтланатӑн. Акӑ, курсах тар, ыран пурте пулать, пулла сутатӑп та туртмалӑх сигарет илетӗп, тӑварпа шӑрпӑк пӗтрӗ тетӗн, вӗсене туянатӑп, сӑра ӗҫсе пӑхатӑп, нухрачӗ ҫӑкӑр, батон валли те юлӗ-ха. Сутаканпа калаҫма пӗлмелле ӑна, чӗлхе вӑл там чӗлхе ан пултӑр, — хӑй юрринех юрларӗ старикки.
— Урӑх нимӗн те туянмастӑн пулӗ? — каллех килӗшмест Кӗтерук кинеми упӑшки каланисемпе. — Ан аташ-ха, пасарне кайман, пуллине сутман, хаксем темле пулаҫҫӗ — пӗлместӗн, вӑл вара пуйса кайма та ӗлкӗрнӗ. Кам теҫҫӗ-ха сан пеккине халӑхра?
— Кам теҫҫӗ вара? — старикки те карчӑкне парӑнасшӑн мар.
— Тиллит-тиллит Микулай теҫҫӗ, акӑ кам теҫҫӗ.
Карчӑкӗ стариккине тӗрӗсех калать-мӗн. Ҫакӑн пек каласси халӑхра сарӑлнӑ шӳтлӗ юмахпа ҫыхӑннӑ. Тиллит-тиллит Микулайӑн /малтан тӗплӗн шутлама пӗлмен ҫӑмӑлттайӑн ӗнтӗ/ пилӗк пус укҫи пулнӑ тет. Микулай унпа хӑмӑт та, йӗвен те, чӗлӗм те, кӑвас чӗресӗ те туянасшӑн тет, укҫи вара шутламалӑх та ҫук.
Халӗ вара эпир ҫак кӑларӑшпа нумаях мар, пӑхмалӑх та ҫук укҫапа тем те туянма ӗмӗтленекен, чӑннипе вара пӗр йӗркеллӗ тавар та илме ҫуккине курса тӑнӑ чух, унӑн пурнӑҫа кӗрес ҫук суя йӑпанӑвне сивлесе калана самантра усӑ куратпӑр. Ҫавнашкал ҫӑмӑлттай ҫын илес таварсен хакӗсене малтанах пӗлме тӑрӑштӑр, ан калпайлантӑр тесе ӑс паратпӑр. Тӳшеке кура уруна тӑс тенӗ пек пулса тухмасть-и-ха?

Р. Чипунов
«Хыпар», 78-79 (24733-24734)№, 2007, ака, 21


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-09 11:41:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3248 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем